| 687 | Аван ҫыннӑн алли-ури те аван. | Ырӑ — Усал |
| 1028 | Авӑр шуйттансӑр пулмасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 688 | Аркӑпа усал пӗр йышши инкек: иккӗшӗ те урана ҫыхлантараҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 1029 | Арман шуйттансӑр пулмасть теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1030 | Арҫурие шыва май тесен пырать тет, шыва хирӗҫ тесен тарать тет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1031 | Аташ, ман пӗр сӑмах: Турӑ ҫук, шуйттан ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1403 | Ӑшӑ пилпе парсассӑн сахалли те ҫитет, усал пилпе парсассӑн нумаййи те пӗтет. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1402 | Ват ҫын ылханӗ ҫӗре ӳкмест. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1032 | Ӗҫлесессӗн, тӑван, Турӑ мул парӗ; тӑванӑм, шухӑшласан Турӑ ӑс парӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 689 | Ирсӗр йывӑҫ кутне сысиччен таса йывӑҫ кутне сыс. | Ырӑ — Усал |
| 1033 | Ишек Турри куштан майлӑ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1034 | Ишек Турри ҫынна пӑхать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1035 | Ишек Туррине пуҫҫапиччен пупна пуҫҫап. | Турӑ — Шуйттан |
| 1036 | Кам Турӑпа, Турӑ та унпа. | Турӑ — Шуйттан |
| 1324 | Кам Турӑран хӑрамасть, вӑл ҫынтан та вӑтанмасть. | Турӑ — Этем |
| 1037 | Кӗлтунипе кӗлет лартаймӑн. | Турӑ — Шуйттан |
| 1038 | Кунне те, апатне те Турӑ парать. | Турӑ — Шуйттан |
| 690 | Кунтан усала ҫыпҫӑниччен кунтан лайӑххине ҫыпҫӑн тенӗ. | Ырӑ — Усал |
| 691 | Курӑкран усал куршанкӑ, йывӑҫран усал кӑпчанкӑ. | Ырӑ — Усал |
| 695 | Лайӑх ҫын ҫилли катан пир типиччен ҫаврӑнать. | Ырӑ — Усал |
| 692 | Лайӑх ҫынна пӗр сӑмах, усал ҫынна ҫӗр сӑмах. | Ырӑ — Усал |
| 696 | Лайӑх ҫынна ҫын юратса пурӑнать теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 693 | Лайӑх ҫынпа ӗҫке ҫӳретме те лайӑх. | Ырӑ — Усал |
| 694 | Лайӑх ҫыншӑн ют ҫын чир-чӗрӗ те чӗре патне пырать. | Ырӑ — Усал |
| 697 | Начар сухаланӑ ана ҫине ҫум пусать, начар ҫынна ҫын пусмӑрлать. | Ырӑ — Усал |
| 698 | Начар ҫын утне утланиччен маттур ҫын ту тӑррине хӑпарнӑ. | Ырӑ — Усал |
| 1325 | Патша — атте, ҫӗр — анне. | Турӑ — Этем |
| 1326 | Патша ҫӗрти Турӑ теҫҫӗ. | Турӑ — Этем |
| 1327 | Патшана Турӑ та кирлӗ, ҫынсем те кирлӗ. | Турӑ — Этем |
| 1328 | Патшапа Турӑран иртме ҫук. | Турӑ — Этем |
| 1040 | Пӗвере шуйттан пӗтмест теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 699 | Пӗр усалӑн тирне ҫиччӗн сӗвеймен тет. | Ырӑ — Усал |
| 700 | Пӗрене ҫурӑксӑр мар, халӑх усалсӑр мар. | Ырӑ — Усал |
| 1041 | Пӗрре вырӑнне Турӑ вуннӑ парать теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 701 | Пӗрремӗш усал — усал чӗлхе, иккӗмӗш усал — усал арӑм, виҫҫӗмӗш усал — усал кӳршӗ, тӑваттӑмӗш усал — усал тӑван | Ырӑ — Усал |
| 1042 | Пӗррӗн Турри ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
| 1404 | Пил пани пин ылтӑнран та хаклӑрах. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1405 | Пил пилеш мар теҫҫӗ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1406 | Пил ҫӗре ахаль ӳкмест, умра пулать. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1407 | Пилӗкрен авӑнма пӗлекен пиллӗх тупнӑ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1408 | Пилӗкрен тытса пиллени пин ҫула пырать теҫҫӗ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1409 | Пиллемен тивлет усӑ памасть. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1410 | Пилленӗ вырӑна тиркеме хушман. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1411 | Пилленӗ пил ҫитет. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1412 | Пиллесе панӑ пилӗк пус пилӗк сум хакне тӑрать. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1413 | Пиллесе панӑ путек ват сурӑхран ирттерет. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1414 | Пиллӗ чӗрчун пил ятлӑ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1415 | Пиллӗх илсен пин ылтӑн. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1416 | Пилне кура Пӳлӗх парать. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1043 | Пилне кура Тур парать тет. | Турӑ — Шуйттан |